Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -14.7 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Куснар ял тӑрӑхӗ

Куславкка районӗнчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центр «Ыттисемшӗн ырӑ ӗҫ ту» акци ирттерет. Ун тӗллевӗ — укҫа-тенкӗ енчен хӗсӗк пурӑнакан ҫемьесем валли япаласем, теттесем, илемлӗ литература пухасси. Кӑҫалхи акцие 46 ҫын хутшӑннӑ иккен. Сахал тупӑшлӑ 74 ҫынна вӗсен ырӑ кӑмӑлне кура пулӑшма май килнӗ.

Ырӑ кӑмӑлпа пырса панӑ ҫав япаласене центр специалисчӗсем Куснар тата Елчӗк ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансене валеҫсе панӑ.

 

Республикӑра регион пӗлтерӗшлӗ ҫӗнӗ ҫутҫанталӑк палӑкӗн ятне «Куснарти ҫӑлкуҫ» тивӗҫнӗ. Хӑйне майлӑ ята Куславкка районӗнче вырнаҫнӑ ҫӑлкуҫ республика правительствин килешӗвӗпе паян, утӑн 10-мӗшӗнче, илнӗ.

Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерствин пуҫлӑхӗ Иван Исаев палӑртнӑ тӑрӑх ҫӗнӗ ҫутҫанталӑк палӑкне ҫӗнетсе илем кӳнӗ, ҫӑлкуҫри шыв дебичӗ — 0,5 л/с. 0,18 га лаптӑклӑ палӑка хута ярас тӗллевӗ — культура-истори, ӑслӑлӑх, ҫутлӑх пӗлтерӗшлӗ ҫутҫанталӑк объектне упраса хӑварассинче.

«Куснарти ҫӑлкуҫ» проекта Куславкка районӗнӗн администраци пуҫлӑхӗн тата Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫарӑвӗпе пурнӑҫа кӗртнӗ.

Ҫутҫанталӑкминӗ утӑн 1-мӗшри кӑтартӑвӗсемпе килешӳллӗн республика тӗрлӗ лаптӑкӗнче регион пӗлтерӗшлӗ 9 ҫутҫанталӑк ӗскерне тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ 12 объекта (Канаш, Комсомольски, Муркаш тата Ҫӗрпӳ районӗсенче) хута янӑ.

Малалла...

 

Пётр Шоркина халалланӑ Куславкка районӗнчи «Выля, купӑс» фестиваль-ӑмӑртӑва ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ — купӑҫсӑсем унта кашни ҫул пухӑнаҫҫӗ. Фестивалӗн кӑҫалхи вырӑнӗ Куснарта пулчӗ. Яланхи пекех ӑмӑртӑва ятарлӑ пӗлӳ илнисем те, хӑй тӗллӗн купӑспа выляма вӗреннисем те хутшӑнчӗҫ.

Фестивале пынисене район администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пуҫлӑх ҫумӗ Солдатихина Марина, Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Утемов саламларӗҫ.

Ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳллӗн кашни хутшӑнакан икӗ кӗвӗ выляса пачӗ — вӗсенчен пӗри Пётр Шоркинӑн кӗвви пулчӗ.

Фестиваль гран-прине Вячеслав Зуев (Хурамалти фольклор ҫурчӗ) ҫӗнче илчӗ.

«Хӑй тӗллӗн аталаннӑ купӑсҫӑ» номинацире 1-мӗш вырӑна Утёмов С.Е. (Куснар ял тӑрӑхӗ) тивӗҫрӗ, 2-мӗш вырӑна — Мотова Л. Я. (Тӗмшер ял тӑрӑхӗ), 3-мӗш вырӑна — Андреев М.А. (Куславкка).

«Ҫамрӑк купӑсҫӑ» номинацире вара 1-мӗш вырӑна «Волга» АМШ вӗренекенӗсем Кашаев Алексейпе Аванский Денис тивӗҫрӗҫ.

Малалла...

 

Куснар ялӗ картта ҫинче
Куснар ялӗ картта ҫинче

Куславкка районӗнчи Куснар ял тӑрӑхӗн администрацийӗ республикӑри ялсенче ҫуртсене, комплекслӑ тата компактлӑ лартмалли проектсен конкурсӗнче малтисен йышне кӗнӗ.

Куснарти вӑтам шкулӑн спорт залне юсаса ҫӗнетнӗ. Ялти фельдшерпа акушер пункчӗн сӑнӗ те улшӑннӑ: район депутачӗсен пухӑвӗнче утӑ уйӑхӗнче асӑннӑ объектсемпе пӗрлех культура ҫуртне юсама 4,2 млн тенкӗ уйӑрнӑ. Конкурс условийӗсемпе килӗшӳллӗн юсав ирттерме каякан укҫан пӗр пайне федераци бюджетӗнчен саплаштараҫҫӗ, ҫуррине — вырӑнти администраци шутӗнчен. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе ял ҫыннисем кӑмӑллӑ.

Ытти ӗҫре те пуҫаруллӑ вӗсем. Ялти шыв пӑрӑхӗ темиҫе ҫӗрте шӑтсан такам килсе юсаса-туса парасса кӗтсе ларман: халӑхран укҫа пухнӑ та ҫийӗнчех кӑлтӑка пӗтернӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех шыв юхтарса ларакан, юрӑхсӑра тухнӑ колонкӑсене йӗркене кӗртнӗ. Куславккари «Ял хуҫалӑх химийӗ» организаци Куснар ял урамӗсене вак чул сарса хытарнӑ. Ӑна тума федераци бюджетӗнчен уйӑрнӑ укҫа-тенкӗпе усӑ курнӑ.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.01.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 767 - 769 мм, -12 - -14 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗр евӗрлӗ эрне мар, ҫавӑнпа мӗн тумаллине тӗплӗн шутламалла. Тен, тупӑшлӑ килӗшӳ тӑватӑр - ку сирӗн юлашки вӑхӑтри кӑтуртусем. Ҫемьере, ӗҫтешсемпе хирӗҫӳсем тухма пултараҫҫӗ.

Кӑрлач, 22

1907
118
Петӗр Хусанкай, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй